Çапла шутлаççĕ Меселпуç ялĕнче пурăнакан Анатолий тата Олеся Ефимовсем. Вĕсен çемйи пысăк, аслă хĕрĕ Анастасия 13 çулта, кĕçĕнни, Александр, виçĕ çул тултарнă. Вĕсем хушшинче - вăтам ачисем – Арина тата Алеша. Çемье пуçĕ вырăнти шкулта истори вĕрентет, нумай ачаллă анне ялти Культура çуртĕнче культорганизатор пулса ĕçлет. Вĕсем хăйсен йăхĕн ĕмĕрхи пуянлăхĕсем çинчен вăрахчен тата интереслĕ каласа пама пултараççĕ.
Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене тăван кĕтесне тата чĕлхене юратма, аслă ăрăва тата ултавсăр ĕçе хисеплеме, йăласене уяма вĕрентеççĕ. Килĕнче вĕсем чăвашла калаçма тăрăшаççĕ.
Ефимовсен хăйсен çемье сăнĕ те пур. Вĕсем Шупашкарта ятарласа çемьен кашни членĕ валли наци костюмĕ туянаççĕ. Чăваш халăх тумĕпе илемлĕ пысăк çемье пĕр уявра та тимлĕхсĕр юлмасть. Вĕсем нумаях та пулмасть „Пушкăртстан халăхĕсен апачĕсем” флешмоба хутшăннă. Ăста кил хуçи арăмĕ чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ апачĕсем – хуплу, йăва, çăмарта кукăлĕ – хатĕрленĕ (фотоÿкерчĕк çинче). Чей ĕçме тăванĕсене пурне те чĕннĕ, пĕтĕм çемьепе апат та тутлăрах вĕт!