Аургазă хыпарçи
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
9 Октябрӗн 2020, 13:00

Ачисемшĕн тĕслĕх

Районти тĕп библиотекăра „Ача ашшĕн хастарлăхĕ” обществăлла награда номинанчĕсене чысларĕç.

Лайăх атте пуласси – ансат мар задача. Ачасене пурлăхпа тивĕçтермелле çеç мар, вăхăта вĕсемпе хаваслă тата усăллă ирттермелле: хăй тĕллĕнлĕхе, нравственноçе, сывă пурнăç йĕркине вĕрентмелле. Çав вăхăтрах пирĕн хушăра кăтартуллă арçынсем пур, çитменнине тата, вĕсем тăван районăн обществăлла пурнăçне хутшăнаççĕ. Республикăн Обществăлла палати шăпах вĕсене „Ача ашшĕн хастарлăхĕ” награда памалла тунă.
Кăçал Алексей Ивановой республика конкурсĕн лауреачĕсенчен пĕри пулса тăнă. Юламан ялĕнчи общественник арăмĕпе, „Ача амăшĕн мухтавĕ” орденăн виçĕ степень кавалерĕпе Вера Александровнăпа, 11 ача пăхса ÿстернĕ, çав шутра усрава илнĕ пĕр ачана. 2012 çулта вĕсене „Юратушăн тата шанчăклăхшăн” медальпе, ачасене воспитани парассинчи тата çемье йăли-йĕркине çирĕплетессинчи тивĕçсемшĕн тĕп государство наградипе – „Ача ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” орденпа - наградăланă.
Çав вăхăтрах Алексей Яковлевич тăван ялĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Директор пулнă май, вăл вырăнти шкула аталантарнă, колхоз председателĕнче ĕçлесе „Восход” хуçалăхăн пурлăх никĕсне çирĕплетнĕ, культурăлла-массăлла мероприятисем йĕркеленĕ, çав шутра Юламанти чапа тухнă „Шурă каçсем” те. Халĕ фермер пулса тăрать, яла тирпей-илем кĕртес енĕпе плансем тăвать.
- Мăшăрланнă хыççăн малтанхи икĕ çул пирĕн ача пулмарĕ. Пÿрт тăррине аист кĕлетки вырнаçтарса лартнă хыççăн Турă пире ача парнелерĕ. Çавăнтанпа çак мăнаçлă кайăксем, анчах чĕррисем, пирĕн çурт çийĕн яланах явăнса çÿреççĕ. Акă мĕншĕн пирĕн ача нумай, - каласа пачĕ республикăри „Ача ашшĕн хастарлăхĕ” награда лауреачĕ.
Пирĕн районта çак наградăна илме тата ултă çынна тăратнă. Вĕсем – Исмагил ял тăрăхĕнче пурăнакан Флюз Ахметов, Ильфат Газизов, Фанис Ялалетдинов, Ибрай ял тăрăхĕнчи Анвар Мавлютов, Батăр ял тăрăхĕнчи Галимьян Акбашев тата Уршак ял тăрăхĕнчи Фарит Халитов. Чи лайăх ача ашшĕсене наградăлама çемйисемпе пĕрле районти Г. Ибрагимов ячĕллĕ тĕп библиотекăна йыхравланă. Ачасен Б. Гайсин ячĕллĕ музыка шкулĕн преподавателĕ Лариса Афанасьева тата Культура керменĕн ĕçченĕсем Алейся Хисамутдиновапа Фанагат Юлмухаметов вĕсене концерт номерĕсем парнелерĕç.
Номинантсене дипломсем тата асăнмалăх парнесем район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ Сергей Цуканов, çамрăксен пайĕн специалисчĕ Лиана Шаганц, район администрацийĕ çумĕнчи Обществăлла совет председателĕ Римма Фахретдинова пачĕç.
- Эпир паян ача ашшĕсене чыслатпăр, вĕсем активлă тата пултаруллă, хăйсен ачисемшĕн тĕслĕх пулнине куратпăр. Сире пурне те малалла та хăвăрăн çемйĕрсемшĕн тĕрек пулма, яланах аталанма, хăвăрăн чун ăшшине ачăрсене пама сунатăп, - терĕ Сергей Петрович.
„Ача ашшĕн хастарлăхĕ” обществăлла наградăна кашни çул Ача ашшĕн кунĕнче парĕç.
Читайте нас: