Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
8 Июлӗн 2020, 13:00

Юратса тата шанса – 50 çул

Нумай çул тăршшĕне пĕр-пĕрне юратса тата тату пурăнакан телейлĕ мăшăр яла­нах хисепе тивĕçлĕ.

Толбазă ялĕнче пурăнакан Фрида Гуме­ровна тата Марат Галимзяно­вич – çавăн пек мăшăрсенчен пĕри. Вĕсем июлĕн 12-мĕшĕнче мăшăрлă пурăнма пуçланин 50 çул юбилейне – ылтăн туй - паллă тăваççĕ. Вĕсен çемйи чăннипе çирĕп пулса тăнă, мăшăр пĕр-пĕрне çавăн пекех чикĕсĕр юратать. Çур ĕмĕр пĕрле утаççĕ, анчах ĕнер çеç паллашнă пек савăнăçпа çиçсе тăраççĕ.
Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Упăшкин çемйинче 12 ача çитĕннĕ, вăл чи асли пулнă. Арăмĕн çемйинче вара – ултă хĕрача тата тăватă арçын ача. Фрида Иглин районĕнчи Уктеево ялĕнчен, Марат – Султанмуратран. Хĕр вырăс чĕлхи учительне вĕреннĕ. Каччă Уфари автоçул техникумĕнче инженер-ме­ханик специальноçне алла илнĕ. Çамрăк Фрида Стерлитамакри педа­гогика институчĕн юлашки курсĕнче вĕреннĕ чухне Султанмурат ялне практика иртме кайнă. Галимзян Ибрагимов писателĕн тăван ялĕнче пулса курма ĕмĕтленнĕ. Шăпа вĕсене çавăнта паллаштарнă.
- Эпĕ куç умне кăтра çÿçлĕ тата кăвак куçлă арçын сăнарне ÿкереттĕм, эпĕ ăна тĕл пултăм, - кулăпа аса илет вăл.
Çамрăксем тырă пушатнă çĕрте паллашнă. Марат „Урак” колхозра водитель пулса ĕçленĕ.
- Эпĕ ăна пĕрремĕш хут курнă чухне вăл илемлĕ прическăпаччĕ, таса тата типтерлĕччĕ. Тÿрех питĕ килĕшрĕ, - каласа парать çемье пуçĕ.
Вĕсем пĕр-пĕрне тÿрех килĕштернĕ, анчах Фрида качча тухма васкаман. Практика хыççăн Кăрмăскалă районĕнче ĕçлеме пуçланă. Марат икĕ çултан ăна илме кайнă. Вĕсем часах туй тунă. Фри­да Гумеровна 82 №лĕ професси училищинче учитель пулса 40 çул ытла ĕçленĕ. Вăл „ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ” тата „ПР техника профессийĕн вĕрентĕвĕн отличникĕ” ята тивĕçнĕ. Марат Галимзянович сельхозтехникăра 44 çул тăршшĕне çул-йĕр юхăм хăрушсăрлăхĕн инженерĕ пулса ĕçленĕ. „ПР авто­транспорт отличникĕ” ят пур. Юби­лярсем – РФ ĕç ветеранĕсем.
Халĕ мăшăрăн пысăк çемье: икĕ хĕр, виçĕ мăнук тата мăнукĕн пĕчĕк ачи. Вĕсем – вĕсен пурнăçĕнчи чи юратнăскеррисем.
- Хутшăнусенче чи кирли – пĕр- пĕринпе тимлĕ пулни, çур сăмахран ăнланни, мăшăрна тата тăвансене пурне те хисеплени, – каласа парать Фрида Гумеровна телейлĕ пурнăçĕн вăрттăнлăхĕсене.
Ылтăн юбилярсемшĕн юрату тата шанчăклăх хăйсен çемье пурнăçĕнче çирĕп тĕрек пулса тăнă. Çавă çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать.
Читайте нас: