Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
15 Майӑн 2020, 13:45

Пĕрле телейлĕ

Майăн 15-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ

Лильăпа Денис шкулта вĕреннĕ чухнех пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Культура керменне кружоксене пĕрле çÿренĕ. Хĕр кăтартуллă „Радость” хореографи ансамблĕнче ташланă, яш вара мĕнпур уяв концерчĕсемпе мероприятийĕсене хутшăннă.
- Вăл юрлатчĕ, эп ташлаттăм. Сцена çинче паллашрăмăр теме пулать, - каласа парать Лиля.
Вăхăт иртнĕçем пĕр-пĕрне кăмăллани юратăва çаврăннă, шкул пĕтернĕ хыççăн вĕсем пĕрлешме шутланă. Семеновсен мăшăрĕ тăххăрмĕш çул пĕрле. Икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли, Данил, саккăрта. Амăшĕпе ашшĕ пек вăл та хăйĕн номерĕсемпе Аургазă кураканĕсене савăнтарать. Артист пултарулăхĕллĕ арçын ача юрлать те, ташлать те, карате­не те çÿрет. Амелия хĕрĕ иккĕ тултарнă. Вăл çак тĕлĕнтермĕш тĕнчепе тин çеç паллашать.
Çемье пуçĕ вахтăпа Çурçĕрте ĕçлет, Лиля пирĕн ялăн чи пĕчĕк çыннисен му­зыка талантне уçать. Вăл Толбазă ялĕнчи 1 №лĕ ача садĕнче художествăлла руко­водитель пулса ĕçлет.
Пĕр çул каярах çамрăк çемье çĕнĕ çурт уявне ирттернĕ. Анчах та вĕсен çурчĕ асамлă юмахри пек пулса тăман. Инстанцисем тăрăх çÿреме, тÿсĕмлĕ тата чăтăмлă пулма тÿр килнĕ. Çĕр участокĕ илме виçĕ çул черетре тăнă. Икĕ çул ка­ялла пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди пек госпулăшу илнĕ. Çавăн чухне стройка ĕçĕсене пуçланă та. Субсиди, амăшĕн капиталĕ пулăшнипе тата пурте пĕрле тăрăшнипе çурта пĕр çулта туса лартнă. Халĕ Семеновсем государствăран тата тепĕр пулăшу – виçĕ çултан пуçласа 15 çулхи (шута илсе) ачашăн 10 пин тенкĕ пĕр хут паракан тÿлев – илĕç. Çак пулăшу коронавирус кризисĕпе çыхăннă. Вăл питĕ вырăнлă пулнă.
Кашни çемьенни пекех, кунта хăйсен йăлисем пур. Вĕсем уявсенче тăванĕсемпе пысăк сĕтел хушшине пухăнма юратаççĕ. Улăх-вăрманта ачасемпе активлă канма. Тата, паллах, юрлама, ташлама. Çемьере пурте пултаруллă вĕт. Юрату, пĕр пек интерессем, ĕçченлĕх – вĕсен çемье ырлăх-пурлăхĕн никĕсĕ.
Читайте нас: