Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
16 Декабрӗн 2019, 14:00

Семеновсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ

Уфара опекунсен (попечительсен), усрав тата патронат çемьесен çĕнтерÿçисемпе номинанчĕсене наградăланă.

Конкурсăн суйласа илмелли куçăн мар турне республикăри муниципаллĕ 47 районтан тата хула округĕнчен 49 çемье хутшăннă.
Куçăн тапхăрта 28 усрав çемье тата 5 опекун çемйи жюрине хăйсен таланчĕпе пултарулăхне кăтартнă. Пирĕн района Асавпуç ялĕнчен Семеновсен çемйи тăратнă.
Андрей Гермагеновичпа Ольга Мартыновна пилĕк ача усрава илнĕ. Ачасем тăрăшса вĕренеççĕ, спортра çитĕнĕвĕсем пур, тав çырăвĕсемпе, грамотăсемпе наградăланнă.
Семеновсен çемйинче ăнăçлă тата ырă лару-тăру хуçаланать, вĕсем кирек епле проблемăна татса пама май пур, çавăнпа та йывăрлăхсенчен хăрамалла мар тесе шутлаççĕ.
Района тивĕçлĕ кăтартнă ятпа саламлатпăр!
https://vk.com/id96210455?w=wall96210455_1444%2Fall
Читайте нас: