Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
25 Ноябрӗн 2019, 17:50

Аннесене чысланă

Районти Культура керменĕнче анне кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ.

Концерт программинче тĕрлĕ номерсем çеç мар, кăмăл-туйăм та йышлă пулчĕ. „Радость” хореографи ансамблĕ хăвăрт ташăсемпе тата илемлĕ тумсемпе савăнтарчĕ. Данил Семенов тата Арслан Курамшин дошкольниксем юрланă „Анне” юрăран куракансен куçĕсенчен куççуль тухрĕ. Айнур Ризванов каланă Сергей Есенинăн „Анне патне çыру” сăвви вара шухăша ячĕ: эпир хамăрăн чи çывăх çынна час- часах савăнтаратпăр-и?
2019 çулти чи лайăх аннесене наградăланине куракансем пурте хавхаланса пăхса ларчĕç. Тăхăр ача амăшĕ Галина Григорьева (Манъел ялĕ) ячĕпе чи тăвăллăн алă çупрĕç. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе профессире çитĕнÿсем тăвасси тата пĕр вăхăтрах ачасем пăхса ÿстересси хăйне уйрăм пултарулăх пулнине çирĕплетсе панă. Унăн хĕрĕсем, Алиса тата Олеся Григорьевасем, ăна чечексем парнелерĕç, куракансене - „Ой, то не вечер” юрă.
Хисеплĕ хăнасем Анне кунĕ вĕсемшĕн тахçанах чи çутă тата ăшă кăмăллă уяв пулса тăни çинчен пĕлтерчĕç.
- Мĕнпур лайăххине эсир тăватăр. Пурнăçра эсир чи активлă хутшăнман пĕр сфера та çук. Сире паян çирĕп сывлăх, ырлăх-пурлăх сунатăп. Çывăх çыннăрсем сире савăнтарччăр, сире тимлĕ тата тăрăшса пăхчăр, пурнăç вара кăмăллă сюрпризсем çеç кÿтĕр! – саламларĕ мĕнпур аннесене вăрçă тата ĕç ветеранĕсен район совечĕн председателĕ Инсаф Мифтахов.
Д. АНДРЕЕВ.
Читайте нас: