Çак кунсенче çемьери хире-хирĕç çыхăнусене çирĕплетме тата ашшĕпе амăшĕн яваплăх туйăмне йĕркелеме тĕллеттернĕ тĕрлĕ мероприяти тата акци ирттерĕç.
Майăн 14-мĕшĕнче – усăллă канашсен марафонĕ (ашшĕ-амăшĕсене пулăшу памалли телефон 8-800-347-5000). Психологсем ачасене воспитани парас, çаплах мăшăрсен тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕсем тата тантăшсем хушшинчи хире-хирĕç çыхăнусем çинчен ыйтусем çине хуравлĕç:
10.00-12.00 сехетсенче - Наталья Дербеко (аслă категорири ача-пăча психологĕ, гипнотерапевт, психологсен ассоциацийĕн членĕ);
12.00-14.00 сехетсенче - Евгения Лялина ( ача-пăча, çемье психологĕ, нейропсихолог);
14.00-16.00 сехетсенче – Мария Тагамлицкая (клиника психологĕ, коуч);
16.00-18.00 сехетсенче – Искандер Мустафин (психолог-педагог, çемье медиаторĕ).
Майăн 15-мĕшĕнче – „Телейлĕ сехет” республика акцийĕ.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче çемье тивĕçĕсемлĕ сотрудниксемшĕн ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелет.
Майăн 16-мĕшĕнче – „Руль умĕнче - ашшĕ-амăшĕсем” республика акцине водитель ашшĕ-амăшĕсем валли ирттереççĕ. Волонтерсем ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле ачасене машинăпа турттаракан водительсене „Машинăра ача!” асăнмалăх стикерсем парĕç.
Майăн 17-мĕшĕнче – „Амăшлăх талантсем уçса парать” выставка. Унта ача кĕтнĕ вăхăтра тата çуратнă хыççăн, çак событипе хавхаланса, картинăсем ÿкерме пуçланă хĕрарăмсен ĕçĕсене тăратĕç, çав шутра пирĕн районти хĕрарăмсенне те. Ирттермелли вырăн: Уфа хули, Конгресс-холл.
Майăн 18-мĕшĕнче – „Тĕлпулу вырăнĕ – „Çемье” центр” республика акцийĕ. Уçă алăксен кунĕ 12.00 сехетрен 15.00 сехетчен çак адреспа иртет: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 86 çурт, 3 ,5, 6, 7-мĕш кабинетсем. Т. 8(34745) 2-18-42. Консультаци паракан тата культура, илĕртÿллĕ мероприятисен площадкисем, специалистсемпе, паракан пулăшусемпе паллаштарасси.
Майăн 19-мĕшĕнче – „Çемье пикникĕ” интернет-конкурс. Участниксен çак кунхине çемьепе пикникра тунă фотоÿкерчĕке #Семейный_пикник 2019 хэштегпа ВКонтакте е Инстаграмра вырнаçтармалла. Çĕнтерÿçе лайксен шучĕпе тата ăнсăртран тухакан числосен генераторĕпе усăланса суйласа илĕç, ăна асăнмалăх парне парĕç.
«Çемье» центрăн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.