Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
6 Декабрӗн 2018, 14:40

Çамрăк тата çитĕнÿсем тăвакан çемье

Кивĕ Абсалям ялĕнчи Кадрмаевсен çемйи «Çамрăк çемье-2018» республика конкурсĕнче тÿрех икĕ номинацинче грамотăсем илнĕ.

Вĕсем çамрăк тата илемлĕ. Вăтăр çул та тултарман. Вĕсен икĕ хĕрĕ пур: пилĕк çулхи Камила тата тăватă çулхи Эльвина. Пĕрле вĕсем телейлĕ. Çавăнпа та республика сцени çинче те вĕсене çăмăл пулнă. Кунта та, пурнăçри пекех, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни тата позитивлă кăмăл-туйăм кирлĕ.
Конкурс çемье квесчĕн формачĕпе иртнĕ. Финалистсем - çичĕ çемье - тĕрлĕрен тĕрĕслевсем иртнĕ. Номерсене малтанах хатĕрлеме кирлĕ пулман.
Кадрмаевсем икĕ номинацинче: «Чи хăюллă çемье» тата «Пушкăртстан Республикин чи ăс-хакăллă çамрăк çемьи» - наградăсене тивĕçнĕ.
Фаиль Фаритович «Газпромра» мастер пулса ĕçлет, Лилия Хамитовна - ача садĕнче воспитатель.Вĕсем активлă пурнăçа юратаççĕ. Ялта уявсем вĕсемсĕр иртмеççĕ. Арăмĕпе упăшки дуэтпа юрлаççĕ, хĕрачасем ташлама юратаççĕ. Çĕнĕ çуртра пурăнаççĕ, ăна хуçасем «Çурт комплекчĕ» пурăнмалли çурт-йĕр программипе усăланса туса лартнă.
Çамрăк амăшĕ пĕрремĕш хут хутшăннă республика конкурсĕ вĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарни çинчен пĕлтернĕ.
Читайте нас: