Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Мартӑн 2021, 16:15

Пластик планетăна варалать

Пластик планетăна вараланин проблеми пĕтĕмĕшле пулса тăрать тата çĕршывсем хушшинчи йышăнусем тума хистет.

Çулсерен туса кăларакан пĕтĕм пластикăн 50 проценчĕ пĕррелĕх усăланмалли пластмасса шутланать. Çав вăхăтрах хăçан-тăр туса кăларнă пĕтĕм пластик изделисен çуррине юлашки 15 çул хушшинче туса кăларнă. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн даннăйĕсемпе, тĕнчери океана кашни çул 8 миллион тонна таран пластик кăларса ывăтаççĕ. Туса кăларнă пластикăн 40 процентне пĕр хут усăланнă хыççăн кăларса пăрахаççĕ.
Çавăн пирки пластик изделисем туса кăларма тата усă курма чару кĕртекен çĕршывсен хисепĕ тĕнчере ÿссе пырать. Çутçанталăкра пĕтĕмпе çĕрсе пĕтмелли тапхăрĕ çулталăкран нумайрах пулакан кирек епле апат-çимĕç тарипе майĕпен усă курма чарăнасси хальхи упаковкăсен рынокĕнче тĕп тренд пулса тăрать.
Российăра пластик каяшсен проблеми пĕтĕм тĕнчери пекех çивĕч тăрать. Пластик ĕçлесе тăвакан предприятисем майĕпен пулса тăраççĕ, йăлари каяшсене уйрăм пуçтарас енĕпе халăхпа ĕç илсе пыраççĕ. Пластик проблемипе кĕрешĕве кашни çын хăйĕн тÿпине хывма пултарать.
Яваплă потребительсем пулса тăмалли чăн майсем:
- туянусем тĕплĕ шухăшласа тумалла, çутçанталăк ресурсĕсемпе тĕрĕс усă курмалла;
- пластик тарăпа тата полиэтилен пакетсемпе май пур таран усă курма чарăнмалла;
- упаковкăпа иккĕмĕш хут усăланмалла, кăларса пăрахас вырăнне çĕмрĕк тавара юсамалла;
- каяшсене уйăрмалла, ĕçлесе тума памалла.
Çиелтен пăхма çак мерăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мар пек курăнма пултарĕç, анчах çын экологи, çак тĕнчери хăйĕн вырăнĕ, пулас ăру çинчен мĕн чухлĕ нумайрах шухăшлать, результачĕ çавăн чухлĕ нумайрах палăрать. Сирĕн опытăр тĕслĕх илмелли пулса тăма пултарать, вăл ыттисене те хамăрăн планетăшăн тăрăшма хистĕ.
Эпир хăйĕншĕн ывăна пĕлми ĕçлеме тата хăйне лайăх пăхма ыйтакан симĕс планета çинче пурăнни çинчен манса ан кайăр!

Р. ФАТТАХОВА,
„ПР Гигиена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ филиалĕн юрисконсульчĕ.

Читайте нас: