Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
16 Майӑн 2020, 14:10

Типĕ курăк çунтарни хăрушă!

Типĕ курăка тĕрĕслевсĕр çунтарнине пула сахал мар ĕç-пуç тума тÿр килет.

Пушар подразделенийĕсем çакăн пек çуннă вырăнсене талăкне 200 хут таран тухса кайнă. Кăвайт чĕртсе, çынсем вут-çулăма тĕрĕслесе тăмаллине манаççĕ. Вăл пурăнмалли çурт-йĕрсемпе хуралтăсем çине куçма, çынсене суран­латма тата пурнăçран уйăрма та пулта­рать. Вăйлă çил чухне вут-çулăм сехетре 25-30 км хăвăртлăхпа куçать, çакă ăна сÿнтерессине йывăрлатать.
Шăтса тухакан курăкшăн типĕ курăк чăрмав пулса тăмасть, ăна çунтарса, çынсем çĕрĕк тăпри йĕркеленессин процесне пăсаççĕ, тăпран пулăхлăхне кемĕтеççĕ. Типĕ курăка çунтарни ÿсентăрансем ÿсессине хавшатать, çаплах нумай хурт-кăпшанкă вилет.
Хăшпĕр чухне курăка юри çунтараççĕ, тепĕр чухне вара вăл хулиганлăх е асăрханусăрлăх результачĕ.
Уйрăмах вăрман массивĕсем, дачăсем çывăхĕнче, ялсен территорийĕнче çунни хăрушă. Ăшă тата çиллĕ çанталăк условийĕсенче пушарсем пысăк калăпăшлă пулса тăраççĕ, вĕсене сÿнтерме вуншар çын кирлĕ, çакă пысăк тăкак кÿрет.
Районăн хисеплĕ çыннисем! Пу­шар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене пăхăнăр:
ü Тĕмсем, йывăçсем, хуралтăсем çывăхĕнче типĕ курăк ан çунтарăр.
ü Тĕрĕслесе тăмасăр çÿп-çап ан çунтарăр, кăвайт ан чĕртĕр.
ü Кăвайта çуннă халлĕн ан хăварăр.
ü Ачасене шăрпăкпа выляма, курăк çунтарма ирĕк ан парăр.
ü Картиш, гараж кооперативĕсен территорийĕсене çÿп-çапран тата типĕ курăкран тасатăр.
ü Çунакан шăрпăк пĕрчине тата сига­рет тĕпне ан пăрахăр.
Вăрманта хăй хальлĕн çунма пуçлакан япала, кĕленче савăт-сапа ан хăварăр, мĕншĕн тесен хĕвел пайăрки типĕ ÿсентăрана вут хыптарма пултарать.
Вăрманта пушар пуçланнине кур­сан, вут-çулăма таптаса сÿнтерни те çителĕклĕ пулма пултарать. Хăвăрăн вăйăрпа сÿнтерме май пулмасан, вăрман хуçалăхĕн, пушар хуралĕн, вырăнти ад­министраци работникĕсене çийĕнчех пĕлтерĕр.
Пушара хирĕçле режим йĕркине пăснăшăн штраф шута илнĕ: граждансемшĕн – 1 пинрен пуçласа 1,5 пин тенкĕ таран; должноçри çынсемшĕн – 6-15 пин тенкĕ; юридиче­ски лицосемшĕн - 150-200 пин тенкĕ.
Васкавлă службăсен телефонĕсем: 01, 101 е 112.
Р.БОГДАНОВ,
ПЧ-149 начальникĕ.
Читайте нас: