Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Ноябрӗн 2019, 18:35

Çĕнĕфедоровкасем йывăç лартаççĕ

Çĕнĕ Федоровкăра çуркунне тата кĕркунне ял йĕри-тавра йывăç лартасси ырă йăла пулса тăчĕ.

Кăçал Ибрай ялсовечĕн администрацийĕ вăрман хуçалăхĕнчен 10 пин тенкĕ суммăлăх лартмалли йывăç-тĕм туяннă. Администраци пуçлăхĕ Юрий Ефимов шĕвĕр тăрăллă тирек, йăмра, барбарис, катăркас хунавĕсене илсе килчĕ. Ялти активлă çынсем Фарит тата Насима Губайдуллинсем вăрмантан юман, хурăн, пилеш, çăка хунавĕсене кăларса килнĕччĕ. Çаплах эпир сли¬ва та, чие те лартрăмăр.

Фарит Губайдуллин çак ырă ĕçĕн тĕп йĕркелÿçи пулса тăрать. Сакăр çул каярах вăл хăйĕн пахчи хыçĕнче хыр, акаци лартнă. Унăн малтан лартнă йывăççисем çынран çÿллĕрех ĕнтĕ. Хальхинче те вăл юпа, вĕрлĕк тупнă, лартмалли вырăна карта тытса çавăрчĕ, ăна ялти çамрăк çын Александр Васильев пулăшрĕ. Халĕ кунта пĕр чĕрчун та кĕреймĕ. Николай Архипов хăйĕн тракторĕпе йывăç лартма тăрăхсем туса тухрĕ.

„Çĕньял сасси” ансамбль участникĕсем, ветерансем тата çамрăксем активлă ĕçленĕ хыççăн хирте каннă, чей ĕçнĕ тата йывăçсем çинчен юрăсем аса илнĕ вăхăтра хамăр ял çыннин, Валентина Архипован, ывăлĕ çурçĕртен таврăннă, кедр хунавĕсем илсе килнĕ. Вĕсене те эпир тирпейлĕн Аургазă çĕрне лартрăмăр.
Лартнă йывăçсем чĕрĕлччĕр, ÿсчĕр тата нумай çул чечекленсе, яла илем кÿрсе, çынсене савăнтарччăр тесе сунмалли юлать.
Э. АРХИПОВА.
Читайте нас: