Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
22 Августӑн 2019, 12:02

Пулă вилнин сăлтавне тупнă

„Россельхознадзорăн Пушкăртстанри референт центрĕ” ФГБУ специалисчĕсем Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕ çывăхĕнчи кÿлĕре вилнĕ пулла тĕрĕсленĕ.

Июлĕн 26-мĕшĕнче хăтару службине Благовещенск районĕнче пурăнакан çынсем Уфимкăна юхса кĕрекен Изяк юханшывĕнчи вилнĕ пуллăн пысăк шучĕпе канăçсăрланни çинчен пĕлтернĕ. Роспо­требнадзор тата Экологи министерствин специалисчĕсем лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма тытăннă. Наркăмăшланнă шыв юхăмне чарса лартма чи малтан дамба тунă. Унтан тĕпчев ирттернĕ, çавăн чух­не „Полиэф” заводăн производство ĕçĕн каяшĕсем экологи катастрофин сăлтавĕ пулма пултарнине палăртнă.
Республикăн тĕп хулин администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Уфа юханшывĕнче тата Уфа çыннисене парса тăракан ĕçмелли шывра варалакан япала­сен концентрацийĕ нормăран иртсе кай­ман. „Паллах, каяшсем юхса кĕрессине чарса лартман предприятин закон тăрăх явап тытма тата республикăна кÿнĕ сиеншĕн компенсацилеме тивĕ, - çырнă соцсетьсенче хăйĕн страницинче респу­блика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров. – Хăйсен айванлăхне пула-и е кампа-тăр калаçса татăлса-и – паллă мар, çакăн çинчен пĕлтермесĕр хăварма хăтланнă чинов­никсем те яваплăхран пăрăнаймĕç”.
„Полиэф” заводăн производство каяшĕсем юхнине чарса лартнă хыççăн Изяк юханшывĕн фауни лайăхланнине палăртса хăвармалла: шывра чĕрĕ пулă лĕккисем курăна пуçланă. Заводра хăйĕнче августăн 15-мĕшĕнче терефталь кислотин производствине реконструкци­лесси вĕçленнĕ, малашлăхра çакă та ре­гион экологийĕ çине лайăх витĕм кÿрĕ.


Вăл хушăра, августăн 6-мĕшĕнче, Толбазă ялĕнчи Софиполь микрорайонĕнчи пĕвере пулă массăллă вилнĕ. Российăн Пулă тытас ĕç надзорĕн тата республикăн Экологи министерствин тĕпчевĕн малтанхи результачĕсем тăрăх, пулă вилнин сăлтавĕ çывăхра вырнаçнă предприятисенчен пĕри мăшкăлтăк шывĕсене тăкни пулма пултарнă. Инкеклĕ ĕçре айăплисем тесе шутлама пултара­каннисен шутне Толбазă ялĕнчи кана­лизаци сетьне, „Аургазымолпродукт” е „Толбазинский кирпич” предприятисене кĕртеççĕ. Айăплисене палăртас ĕç малал­ла пырать.


Ведомствăн пресс-службинче тĕпчев ирттернĕ хыççăн специалистсем вилнĕ пулăра кадми нормăран пысăк тытăнса тăнине тупса палăртни çинчен пĕлтернĕ.


Йывăр металл хисепĕ „Апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен” Таможня союзĕн техника регламенчĕн требованийĕнче шута илнĕ нормативран темиçе хут пысăкрах пулса тухнă.


Районăн ведомствăсем хушшинчи комиссийĕ информаци пухас енĕпе ĕçне малалла илсе пырать.


Кадми – наркăмăшлă йывăр металл. Вăл организмра, тĕпрен илсен пÿрере (30-60 процент) тата пĕверте (20-25 процент), пухăнса пырать. Çав сăлтавпа пÿрере чулсем пулаççĕ, организм кальци çухатать.


Çакăнсăр пуçне, августăн 10-мĕшĕнче Уфара Шуратăл юханшывĕ çинче, Туслăх монументне хирĕçле, çуллă пăнчă асăрханă, унтан специалистсем августăн 13-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Кара­севка ялĕнчи кÿлĕре вилнĕ пулă тупса палăртнă. Икĕ тĕслĕх те компетентлă ор­гансен аллине лекнĕ.

Тагир ИБРАКОВ,
Аургазăри ветеринари станцийĕн начальникĕ.
- Инфекци тата пара­зитсем саракан чир-чĕр пурри­не, çаплах наркăмăшлă япала­сем тытăнса тăнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕвери вилнĕ пулла эпир ПР Россельхознадзора тата Пушкăрт наука-производство ла­бораторине экспертизăна ятăмăр. Результатсем килчĕç. Пĕлтернĕ чирсем çук, наркăмăшлă япаласем (мышьяк, пестицидсем) тытăнса тăни нормăран та кемрех. Тĕпрен илсен, çырма пулли – уланкă, çăрттан – вилнĕ, уйрăмах вĕсене кислород кирлĕ. Карас, унчченхи пекех, кÿлĕре ишсе çÿрет.


Читайте нас: