Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
25 Июлӗн 2019, 09:20

Пушкăртстантри вăрман хуçалăхĕсене ятарлă техникăпа тивĕçтерĕç

Июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 15 сехетре Вăрман хуçалăхĕн министерствин Вăрман пушарĕ центрĕн базинче ятарлă техникăна лесхозсене парĕç. Мероприяти Ĕпхÿ районĕн Ягодная Поляна ялĕнче иртĕ

Июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 15 сехетре Вăрман хуçалăхĕн министерствин Вăрман пушарĕ центрĕн базинче ятарлă техникăна лесхозсене парĕç. Мероприяти Ĕпхÿ районĕн Ягодная Поляна ялĕнче иртĕ.
Савăнăçлă та пĕлтерешлĕ церемоние республика Правительствин премьер-министр çумĕ, Пушкăртстан ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ильшат Фазрахманов тата ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов хутшăнĕç.
- Республикăри Вăрман хуçалăх министерстви «Вăрмансене сыхласси» федераллă проекта тата «Экологи» наци проектне хастар хутшăнать. Проекта вăрмансене сыхлас, каснă тата сиенленнĕ вырăнсенче йывăçсене çĕнĕрен лартас, çамрăк хунавсем лартмалли лаптăксене пысăклатас, материалпа техника базине ятарлă техникăпа тата оборудованипе çĕнетес мероприятисем кĕреççĕ, - ăнлантарса панă ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов. – Халĕ пирĕн вăрмана касни тата çĕнетни хушшинче баланс пур. Мĕншĕн тесен йывăçсене сахал касатпăр, çитес çул вара вăрман хатĕрлес ĕçĕн калăпăшне ÿстерме палăртатпăр. Апла пулин те малашне те вăрмана каснипе çĕнетнине шайлаштарса тăмалла. 2024 çул тĕлне 15,2 пин гектар вăрмана çĕнетме тивĕç. Вĕсенчен 50 проценчĕ – вăрмана хайлавлă (искусственное) çĕнетни. Ку Раççейре чи пысăк кăтарту. Тухăçлă тата пахалăхлă йывăç лартасси çинчен те ыйту тăрать. Çакăн пирки «Экологи» наци проектĕнче те тĕллев лартнă.
Министр сăмахĕ тăрăх, вăрман хуçалăхĕнчи ĕçсене усăллă туса ирттерме тата пушара хирĕç кĕрешмелли автопарка çĕнетме «Вăрмансене сыхласси» («Сохранение лесов») наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019-2024 çулсенче федераллă бюджетран ятарлă техникăпа кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянма 422 млн укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. 2019 çулта асăннă техникăна туянмалли хисеп 80,6 млн тенкĕрен иртмелле мар.

2019 çулхи май уйăхĕнче аукционсем иртнĕ тата 50 техника единиципе вăрман çĕнетмелли тата ĕрчетмелли оборудовани туянма контракт тунă. Кустăрмаллă çирĕм икĕ «Беларус 82.1» трактор тата сакăр «2ПТС- 4,5» трактор прицепĕ килсе çитнĕ. Çавăн пекех 20 инвентарь единици тата вăрмана çĕнетмелли хатĕр-хĕтĕр – вăрманта суха касси тумалли культиваторсем, çакмалли акапуçсем тата йывăç лартмалли машинăсем туяннă. Çитес çул вăрман пушарĕпе кĕрешмелли техникăна 44,13 млн тенкĕлĕх илме палăртнине ведомствăн пресс-службинче пĕлтернĕ.
Читайте нас: