Пирĕн ентеш кăçал 70 çул тултарать. Унăн ÿт-пÿ тата ăс-тăн сывлăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тата оптимизмĕнчен тĕлĕнсе савăнма пулать.
Радужный хулинче пурăнакан Аургазă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Россия Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ вулакансене хăй мĕншĕн халĕ экологи ыйтăвĕ енĕпе ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
- Эпир çутçанталăк парнисемпе усăланатпăр пулсан, ăна çĕнĕрен вăй илме пулăшма тивĕçлĕ. Çавăнпа йывăç лартмалла, вăрмансене тата юханшывсене çÿп-çапран тасатмалла. Ахаль потребитель çеç пулма юрамасть. Çутçанталăка парăмсене тавăрмалла. Çутçанталăка упрани Тăван çĕршыва хÿтĕленипе пĕр, - терĕ Мидхат Равилович.
Общественник-эколог шыв-шурсене пулă ярать, кедр лартать, кăмпа ĕрчетет. Чи кирли, çак ĕçе çитĕнсе пыракан ăрăва явăçтарасшăн. Вăл çутçанталăк пуянлăхĕсене упрассине кашни çын вăй çитнĕ таран пулăшма пултарать тесе шутлать.
Тĕлпулăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов хăнана çакăн пек ĕçшĕн тав турĕ.
Пирĕн ентеш район библиотекине кĕнекесем парнелерĕ (унта унăн ĕçлĕ пурнăçĕ тата обществăлла ĕçĕ çинчен статьясем кĕнĕ): „Пултаруçă Хасанов”, „Хуласем тата çынсем”, „ Пушкăртстан Республикине 100 çул çитнĕ тĕле çитĕнÿсен летопиçĕ”, „Тĕнчене улăштаракан пилĕк процент”, „Муравленко ячĕпе 20 çул” (М. Хасанов – Тюмень облаçĕнчи В.И. Му¬равленко ячĕллĕ обществăлла фондăн вице-президенчĕ, ăна Хĕвеланăç Çĕпĕрти нефтьпе газ комплексĕн ĕç ветеранĕсене пулăшма йĕркеленĕ).
Мидхат Равилович çаплах библиотека фондне „Паттăрлăх кĕнеки” пачĕ, ăна вăл финанс пулăшăвĕ панипе тата йĕркеленипе совет çарĕсене Афганистанран кăларнине 30 çул пулнă тĕле Тюменьре пичетлесе кăларнă.
- Эпĕ хам Афганистан чиккинче çар службинче тăнипе çак кĕнеке маншăн питĕ хаклă, халĕ эпĕ Пĕтĕм Российăри ветерансен „Çарти туслăх” организаци членĕ пулса тăратăп, - ăнлантарса пачĕ вăл.
М. Хасанов унччен те библиотекăна ыркăмăллăх пулăшăвĕ панă. Тĕслĕхрен, вăл пулăшнипе чÿречесем валли жалюзи туяннă.
Тĕлпулу вĕçĕнче пурне те кедр вăрри тата ÿсентăрана тĕрĕс мĕнле çитĕнтермелли çинчен инструкци салатса пачĕç.