ПР Экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, активистсем ведомствăна фото тата видеоматериалсем ярса панă.
«Симĕс патруль» хастарĕсем асăрхаттарнине тимĕр ут хуçи шута та илмен, машинăна малалла çунă.
Арçынна 3000 тенкĕ штраф панă. Сăмах май, укçа-тенкĕне тепĕр енчен те шутлама пулать: Ĕпхÿре машинăна автомойкăра çутарнăшăн 500 тенкĕ илеççĕ, енчен хăв çăватăн пулсан - 150 тенкĕ.
Шыв кодексĕпе килĕшÿллĕн, сыхлăх шыв-шур çывăхĕнче тĕрлĕ техника çума юрамасть.