Аургазă хыпарçи
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
5 Июлӗн 2019, 20:30

Таса Вăйăсем

Аургазăри шыв хранилищин çыранĕнче командăпа хутшăнмалли стратегилле эко-вăйă иртĕ.

- „Таса Вăйăсем” проект – вăл вараланнă территорисенче çÿп-çап пуçтарас енĕпе ирттерекен ăмăрту, унта командăпа хутшăнмалла. Сирĕн район участникĕсем вăййа хутшăнса, каяшсем пухмалли тата сортламалли опыт илĕç. Яланхи пек, пĕр вăйă хушшинче 100-200 çын 2-6 тонна çÿп-çап пухать, унăн çуррине ĕçлесе хатĕрлеме яраççĕ. Çĕнтерÿçĕсем спонсорсенчен призсем илĕç, - каласа пачĕ проект координаторĕ Альбина Дойникова.



Июлĕн 12-мĕшĕнче „Таса Вăйăсем” ирттерме планланă. Унта хутшăнма икĕ çынран пуçласа тăватă çын таран тăракан команда йĕркелемелле, cleangames.ru/events/aur2 сайтра заявка памалла. Ÿсĕме чикĕлемен! Вăйă ирттернĕ кун участниксене эко-викторина, çÿп-çап пуçтарасси тата сортласси, чей ĕçесси тата тупнă чи лайăх япала суйласа илесси те кĕтет.


Андрей ВОРОНЦОВ.

Читайте нас: