„Йывăç ларт – пурнăç парнеле” пĕрлĕхлĕ республика акцине районти виçĕ пин ытла çын хутшăнчĕ. Акци пуçаруçи – ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров.
- Пушкăртстан – вăрманлă республика. Вăрман – пирĕн çĕршывăн пуянлăхĕ, анчах та республикăшăн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрман – пирĕн наци пурлăхĕ. Вăрман – вăл пирĕн истори, культу¬ра, тĕнчекурăм. Çавăнпа та хамăрăн республикăра эпир унпа питĕ перекетлĕ пулмалла, - терĕ регион руководителĕ март пуçламăшĕнче иртнĕ республикăри вăрман форумĕнче.
Вăл хушнипе, апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен Пушкăртстанра вăрмансене çĕнетес енĕпе уйăхлăх ирттерме планланă.
Республикипе йывăç лартма участоксем суйласа илнĕ. Пирĕн районта çĕнĕ вăрман валли Кебеç ялĕнчен инçе мар 2,5 га лаптăк çĕр уйăрса панă.
Кунта йывăç лартмалли пĕрлĕхлĕ кун 600 яхăн çын пухăнчĕ – вăрман хуçалăхĕн, район администрацийĕн, культура тата вĕрентÿ пайĕсен, ял хуçалăх управленийĕн, почта сотрудникĕсем. Учительсемпе преподавательсем, студентсемпе шкул ачисем тата сÿрĕк мар кăмăллă граждансем килнĕччĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов пĕрремĕшсенчен пĕри пулса çамрăк йывăçсем лартрĕ. Госпуху депутачĕ Амир Ишемгулов ун çумне хушăнчĕ. Пĕрлехи вăйпа аургазăсем каврăç тата хыр хунавĕсенчен хутăш вăрман лартрĕç.
Çав кунах район центрĕнче те йывăç лартрĕç. Çурçĕр микрорайонĕнчи Ягафаров урамĕнче тата унпа юнашар Ленин урамĕнче ял çыннисене савăнтарса пирамида евĕр тирекĕн 800 хунавне лартнă. Толбазăра учительсемпе пĕрле шкул ачисем, ПУЖКХ, ялсовечĕн, район администрацийĕн, водоканал, Шалти ĕçсен министерствин, больница работникĕсем лайăх ĕçленĕ.
Бишкаинсем, ибрайсем, исмагилсем, ишлĕсем, кальчирсем, степановкăсем, таштамаксем, султанмуратсем, уршаксем йывăç лартма тухнă. Ял çыннисем аллейăсем тунă, çулсем тăрăх, хăйсен участокĕсенче йывăç лартнă. Шăматкун районта пурĕ 38 пин йывăç лартнă. Республикипе - миллион çурă яхăн. Тепринче йывăç массăллă лартассине майăн 18-мĕшĕнче ирттерме планланă.