Пур хыпар та
Экологи
19 Апрелӗн 2019, 10:54

Йывăçсем лартăпăр

Аургазăсем „Йывăç ларт – пурнăç парнеле” республика акцине хутшăнма пултараççĕ.

Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен Пушкăртстанра халăх, ĕç коллективĕсем, обществăлла организацисем тата волонтерсем хутшăннипе Вăрмансене çĕнетес енĕпе уйăхлăх иртĕ. Пирĕн районта пĕрремĕш экологи акцийĕ апрелĕн 27-мĕшĕнче иртет. Кăмăл тăвакан кашни çын çак кунхине хăйĕн йывăçне лартма пултарать.


- Аургазăсене каврăç тата хыр хунавĕсем, калаçса килĕшнĕ тăрăх, Стерлитамакри вăрман хуçалăхĕ уйăрса парĕ. Çамрăк йывăçсене Кебеç ялĕ патĕнче тата юр хÿсе каяссинчен хÿтĕлеве вăйлатма çулсем тăрăх лартма планланă. Енчен те ял çыннисен хăйсен йывăççисем пур пулсан, вĕсене хăй тĕллĕн лартма никам та чармасть. Анчах лартмалли вырăнсем çинчен малтан ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе калаçса килĕшмелле, - тет акци ирттерессишĕн явапли, район администрацийĕн специалисчĕ Лиана Шаганц.
Йывăç лартмалли тепĕр куна майăн 18-мĕшне планласа хунă.
Читайте нас: