Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
28 Кӑрлач 2019, 18:14

Çĕпĕр кедрĕ пушкăрт çĕрне илем кÿрĕ

ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов ХМАО-Югра Обществăлла палатин членĕпе Мидхат Хасановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Çак кунсенче ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов Тюмень облаçĕнчи В.И.Муравленко ячĕллĕ обществăлла фонд Президенчĕпе, ХМАО-Югра Обществăлла палатин членĕпе Мидхат Хасановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Республикăри Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ çынпа тĕлпулăва ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин, Çутçанталăкпа усăланас ĕç тата экологи министерствин, Ял хуçалăх министерствин, Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин представителĕсене, журналистсене тата обществăлла деятельсене чĕннĕ.
- Михдат Равиловича Российăра та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ, вăл тăван енĕн, çаплах иккĕмĕш тăван ен пулса тăнă ХМАО–Югра çутçанталăкне сыхласа хăварассишĕн кĕрешет, - палăртнă Марат Шарафутдинов. – Вунă çул ытла вăл территорисене тасатассине, шыв-шурсене çĕнетессине, йывăç лартассине йĕркелет. Вăл Пушкăртстана ХМАО-Юграран кедрсем илсе килет, кăмăл тăвакансене пурне те вăрлăх тата çак йывăçăн хунавĕсене салатса парать. Пушкăртстан Республики пулса кайнине 100 çул çитнине уявланă çулталăкра эпир çак пуçарăва вырăнти пĕрлешÿсен, ĕç коллективĕсен представителĕсемпе, доброволецсемпе пĕрле активлăн пулăшса пырăпăр, асăнмалăх аллейăсем, вăрман тăрăхĕсем лартассине йĕркелĕпĕр.
- Кăçал ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствипе, Вырăс географи обществин Пушкăртстанри уйрăмĕпе тата ПР Çутçанталăкпа усăланас ĕç тата экологи министерствипе пĕрле кедрсем лартма планлатпăр, - палăртса каланă Мидхат Хасанов. – Çак экологи акцийĕсене республикăри шкул ачисене те, çамрăксене те, муниципаллĕ образованисене те явăçтарăпăр.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: