Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
24 Кӑрлач 2019, 17:56

Сибайри карьер тĕпне шыв ярĕç

Сибай çыннисем хула çийĕн йăс-пăс тăнă пирки ÿпкелешеççĕ.

Сибай хулин мэрĕ Рустем Афзаловăн сăмахĕпе, çунма пуçланă вырăнсене сĕлтĕллĕ шыв тултарма йышăннă, çавă эндогеннăй процессене чарса лартма май парĕ. УГОК карьер тĕпĕнчен оборудованине кăларса илнĕ тата шахтăсен тÿписене шыв ярса тултарассине хатĕрленĕ хыççăн ĕçе тытăнĕç.
Мускав, Екатеринберг, Магнитогорск хулисенчен тăватă институт проблемăна татса парассине хутшăннă. Карьер тĕпне тата çĕр айĕнчи сăрт-ту породисем кăларакан вырăна шыв тултарасси çинчен решени йышăннă. Мероприятине 469-549 метрти хутсенче ирттерĕç. Комбинатра вĕсене оборудованине кăларса илме тата шахтăсен тÿписене хатĕрлеме 5-7 кун кирлĕ пулни çинчен пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулхи ноябрьтен пуçласа сибайсем хĕвелçаврăнăшăн тата пăсăлнă çăмартан хаяр шăршиллĕ йăс-пăс тăнă пирки ÿпкелешеççĕ. Тĕтĕме пула çынсем ÿсĕрнĕ, сывлайми пулнă, пуç ыратнипе тарăхнă.
Часах специалистсем сăлтавне тупса палăртнă – вăл пăхăр руда кăларас енĕпе пăрахăçланă карьерта 400 яхăн метр тарăнăшĕнче руда породисем эндогеннăй тĕлкĕшсе выртни.
Çав чрезвычайлă лару-тăру çинчен информаци анлă сарăлнă хыççăн Учалăри сăрт-ту-пахалатакан комбинатăн Сибайри филиалĕ рекультиваци ĕçĕсене пуçланă.
Часах лару-тăру йĕркене кĕнĕ пек пулнă. Анчах та вăраха мар.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: