Çапла майпа, уйрăмах сыхлакан çутçанталăк территорийĕсем пулса тăракан Торатау тата Юрактау шихансене (сăртсене) ĕçе ямĕç. Правительствăри çăлкуç пĕлтернĕ тăрăх, Куштау тăва ĕçе ярассине тимлĕн сăнаса тăрĕç, çак ĕçе рекультиваци ирттерсе тумалла.
Куштау – Пермь тинĕс тĕпĕнчи авалхи коралл рифĕсен юлашкийĕсенчен виçĕ шиханран пĕри, вăл Пушкăртстанри Ишимбай районĕнче, Стерлитамак хулинчен хĕвелтухăç енне 18 км, Уфа хулинчен кăнтăр енне 140 км вырнаçнă. Ту патĕнчен инçе мар Шихан, Урняк ялĕсем тата Куштау ту йĕлтĕр центрĕ вырнаçнă.
Маларах БСК представителĕсем Куштау чĕртаварĕн хими тытăмĕпроизводство валли юрăхлах мар тесе пĕлтернĕ. Халлĕхе компани представителĕ сенчен комментари илме май пулман.
Республика правительстви чĕртаварăн пулма пултаракан çăлкуçĕ вырăнне Гумеровăри тухакан вырăна тата ĕçе янă ытти çăлкуçсене сĕннĕ, вĕсене пĕрне те «БСК» йышăнман. Компани Торатау тăвĕ чи лайăххи тесе пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен производство вырăнне çывăх тата известь чулĕн тытăмĕ те лайăх. Шихансене, уйрăммăн илсен, Торатауна ĕçе ярассине ученăйсем – биологсем, археологсем, экологсем тата анлă общественность – ырламан.
Хальхи вăхăтра «БСК» валли чĕртавар бази Шахтау тăвĕ пулса тăрать. Халĕ ăна чавса пĕтернĕ теме пулать, компании çирĕплетнĕ тăрăх, чĕртавар запасĕ тăватă çула çитет. Куштау запасĕсем комбинат кăлтăксемсĕр 50 çул ĕçлеме çитет.
Радий ХАБИРОВ, Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.
Россия Федерацийĕн правительствин председателĕн заместителĕ Дмитрий Козак ертсе пыракан канашлура эпир закон кăна мар, мăн асаттесенчен куçнă йĕркепе сыхлакан Торатау тата Юрактау тусем тĕлĕшпе ыйтăва татса патăмăр. Çак енĕпе манăн шухăш малтанах паллăччĕ, эпĕ ăна нихăçан та пытарман. Эпĕ йышăну турăм: "парап - памап" вĕçĕмсĕр чăмлак чăмланине чарса лартмалла. Çак тусем - республика пурлăхĕ, вĕсем чи малтанхи пек упранса юлма тивĕçлĕ.
Паллах, Пушкăрт сода компанийĕ кирек хăш тĕслĕхре те пĕтĕмпе рекультивацилесе, унта вырнаçнă туризм тата ытти социаллă инфраструктура объекчĕсене нумай теçетке çул пырса тĕкĕнмесĕр, экологи енĕпе тĕнчери нормăсене пăхăнма тивĕçлĕ.
Компани çывăх ялсене тÿлекен компенсаци укçи калăпăшне тĕрĕс маар тесе шутлатăп.
Çавăнпа та эпир бизнес хуçисене çак калăпăша хальхинче темиçе хут пысăклатма ÿкĕте кĕртрĕмĕр. Çакăнпа - çитĕ. Политикăра киревсĕр мелсемпе усă курассине чарăпăр. Эпĕ ĕçлеме пуçличчен пулнă пек, çак темăпа хăйĕн карьерине е укçа тума кăмăл тăвакансем пулсан - асăрханса хăтланма сĕнетĕп, мĕншĕн тесен никам умĕнче те пуç таймăп.