Пур хыпар та
Общие статьи
19 Апрелӗн 2021, 15:35

ЧĂВАШСЕМ, ĔÇТЕШСЕМ, ТУССЕМ!

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă кунне (25.04.1848) халаласа ака (апрель) уйахĕн 23-мĕшĕнче Ташлăкуль ялĕн культура çурчĕнче ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ иртет.Пурне те çак уява йыхравлатпăр!Кун йĕркинче:1. Чăваш тумĕпе ал ĕçĕсен куравĕ.2. И.Я.Яковлева аса илни.3. Чăваш шкулĕнчи ачасем хушшинчи чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвва вулас ăмăрту.4. Чăваш ял клубĕсенчи илемлĕ пултарулăх ĕçне хутшанкансен концерчĕ.5. Чăваш чĕлхине, чăваш культурине упрас тата аталантарас енĕпе тунă ĕçсене пĕтĕмлетни, малалла тăвас ĕçсене сÿтсе явни.Уяв 14.00 сехетре пуçланать.

Пурне те çак уява йыхравлатпăр!
Кун йĕркинче:
1. Чăваш тумĕпе ал ĕçĕсен куравĕ.
2. И.Я.Яковлева аса илни.
3. Чăваш шкулĕнчи ачасем хушшинчи чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвва вулас ăмăрту.
4. Чăваш ял клубĕсенчи илемлĕ пултарулăх ĕçне хутшанкансен концерчĕ.
5. Чăваш чĕлхине, чăваш культурине упрас тата аталантарас енĕпе тунă ĕçсене пĕтĕмлетни, малалла тăвас ĕçсене сÿтсе явни.
Уяв 14.00 сехетре пуçланать.
Кашни чăваш ял клубĕнчен пĕршер номер кĕтетпĕр. Запас иккĕмĕш номер те чармасть.
Кашни шкултан пĕр сăвă кĕтетпĕр.
Тумсемпе килме тăрăшăр! Курав (выставка) валли экспонатсем илсе килĕр.
Программа валли ытларикунччен хăвăрăн номерсен ячĕсене ман пата (в личку) ярăр. Сăвă калакан ачасен хушамачĕсемпе ячĕсене те çырса яма ан манăр.
Ку хăйнеевĕр заявкă пулать:
1. Клуб ячĕ. Ертÿçи. Номер ячĕ. Кам юрлать.
2. Шкул ячĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Сăвă калакан ачан хушамачĕпе ячĕ.
Ю Леонтьев.
Читайте нас: