Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Кӑрлач 2021, 23:35

Балет хавхалантарчӗ

Январӗн 3-мӗшӗнче Уфара "Щелкунчик" балет куртӑмӑр.

Январӗн 3-мӗшӗнче Пушкӑрт республикинчи балетпа опера театрӗнче "Щелкунчик" балет иртрӗ. Тӗп геройӑн - Марин - ташшине пирӗн Ишимбай хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн пайташӗн Елизавета Алексееван хӗрӗ Алиса, петӗм тӗнчери конкурссем лауреачӗ тата дипломанчӗ, ташларӗ. Оркестр сассипе тата сцена ҫинче лӗпӗш пек вӗҫсе ҫӳрекен артистсене пӑхса чун хумханчӗ, ӑшра ҫӗкленӳллӗ туйӑм ҫуралчӗ. Питӗ кӑмӑла кайрӗ, позитивлӑ туйӑмсем ҫуратрӗ балет! Пирӗн хушӑра ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫын пулнишӗн пӗтӗм чунтан хӗпӗртесе, малашлӑхра нумай-нумай ҫитӗнӳсем, ҫӗнтерӳсем сунатпӑр Алисӑна!
Л.МАРКИНА.
Читайте нас: