Аургазă хыпарçи
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Июлӗн 2020, 00:20

Уфара Парижри пек

Уфара августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа икĕ хутлă экскурси автобусĕ çÿреме пуçлĕ.

Ăна туристсем илĕртме тата хула туризмне аталантарма хута янă. Европăри тĕп хуласенче çакăн пек автобуссем тахçанах туристсене тивĕçтереççĕ, вĕсем популярлă пулса тăнă. Çаплах августăн 1-мĕшĕнчен çуран экскурсисем йĕркелеме те планланă. Вĕсене профессилле гидсем ирттерĕç. Экскурсисем тÿлевсĕр пулмалла. Регистрациленмелли тата çырăнмалли форма террабашкирия.ру сайтра пулĕ.
Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм тĕнчери VI фольклориада Уфара 2020 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен иртмеллеччĕ. Коронавирус пандемине пула хатĕрленĕвĕн юлашки тапхăрĕнче фестивале каяраха куçарма тÿр килчĕ. Çак самант тĕлне ăна 2021 çулхи июльте ирттерме планлаççĕ.
Читайте нас: