Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Августӑн 2019, 13:56

Сарматсем çинчен

Аургазă районĕн территорийĕнче сарматсем пурăннă тата пытарнă (улăп тăприсем) вырăнсем пурри паллă.

Сарматсем - вĕсем выльăх ĕрчетекен куçса çÿрекен йăхсен (алансем, савроматсем, роксолансем) пĕрлешĕвĕсем. Вĕсем хăйсен чĕлхипе (иран ушкăнĕ) тата культурипе скифсемпе çывăх. Антика историкĕсене сарматсен обществăлла тытăмĕнче пĕр уйрăмлăх тĕлĕнтернĕ: вĕсене час-часах хĕрарăмсем ертсе пынă. "Истори ашшĕн", Геродотăн, верси тăрăх, сарматсем – скиф воинĕсен тата вĕсем тыткăна илнĕ амазонкăсен ăрăвĕсем. Хĕрарăм мăчавара (жрица) е патша майрине пуян чаплăхпа - ылтăн тата кĕмĕл эрешсемпе, хĕçпăшалпа тата лашапа - пытарни паллă.

Сарматсем вăрçа хастар халăх пулнă. Скифсем – Авалхи тĕнчери чи лайăх çарсем те вĕсенчен хăранă - вĕсен йышлă çарĕсемпе нимĕн те тăвайман, питĕ лайăх воинсем - грексем - çавăн çинчен ĕмĕтленмен те.


Сарматсем çапăçусенче скифсенчен ăнăçлăрах пулнă, çĕнтернисене тĕп тунă чухне - хăрушăрах тата хаяртарах. Пĕр кун маларах çеç скифсен аллинчи территорине питĕ пысăк кĕтÿлĕхе çавăрса, вĕсем çеçенхирпе анлă ретпе пынă, хуласене тата ялсене вутпа тата хĕçпăшалпа аркатнă. Чăн-чăн куçса çÿрекен халăх.
Вĕсене пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрте Ази варринчен килнĕ гунсем аркатса тăкнă.
Краевед, историк, Меселпуç ялĕнчи шкул музейĕн никĕслевçиИсаак Иванович Никитин (вăл вилнĕ ĕнтĕ) хальхи вăхăтра Меселпуç ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче ĕлĕк-авал пурăннă сарматсем çинчен пуян материал пухнă. Вăл амазонкăсем качча кайманни, анчах та тăшманпа çапăçусенче кăтартнă паттăрлăхшăн хĕрсене ача çуратма ирĕк пани çинчен каласа паратчĕ. Енчен те хĕрача çуралсан ăна йăхра хăварнă, арçын ача çуралсан - вĕлернĕ е, вуникĕ çул тултариччен ÿстерсе, ашшĕн йăхне панă. Çие юлтăр тесе вĕсем арçынсене тыткăна илнĕ (кайран вĕсене хăваласа янă е вĕлернĕ) е ытти йăхсене хăнана чĕннĕ. Анчах юратуллă историсем те пулса иртнĕ. Сăмах май, Перси патши Кир амазонкăна качча илнĕ пулнă. Александр Македонскийĕн юлашки арăмĕ те амазонка пулнă, анчах вăл унпа хăй вилес умĕн пĕр уйăх çеç пурăннă.


Паянхи кунччен те Кызыр Булек юманлăхран тата Сосновка ялĕнчен инçе те мар икĕ улăп тăпри сыхланса юлнă, унччен вĕсем çинче вилĕ тăпри çинчи палăксем - Тарачул – выртнă (вĕсенчен пĕри шкул музейĕнче упранать). Унта ĕçленĕ археологсем тупнă япаласем (кинжалсем тата ытти япаласем, тимĕр шăратмалли кăмакасен юлашкисем) тăрăх историксем кунта чăнах та сарматсем пурăннине çирĕплетсе панă. Çавна преданисем те, легендăсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсенчен пĕри - Акбатыр тата Илем çинчен легенда, унăн алçырăвĕ шкулти краеведени музейĕнче упранать.


Акбатыр тата Илем

Меселька юханшывĕн йăлăмĕнче ĕлĕкавал вăрçа хастар халăх пурăннă, вĕсене сарматсем тенĕ. Вĕсем кунта тимĕр шăратмалли пысăк мар кăмакасем лартнă, тимĕртен ĕç тата вăрçă хатĕрĕсем туса хатĕрленĕ. Акбатыр Улăп йăхĕн пуянлăхĕ кÿршĕ йăхсенче кĕвĕçÿ туйăмĕ çуратнă. Çавăнпа тăватă йăх общинисем пĕр йăха

пĕрлешнĕ.
Акбатырăн пиччĕшĕ, Кервен, ертсе пыракан йăх общини Каменка ялĕ çывăхĕнчи кÿлĕпе юнашар вырнаçнă.

Иккĕмĕш пиччĕшĕ - Талпар - Манъел ялĕ патĕнче юханшыв тăрăх вырнаçса ларнă.


Амазонка-хĕрарăмсем Манъел тата Наумкин ялĕсем хушшинче Мăклăкÿлĕпе юнашар пурăннă, вĕсене вăрăм пÿллĕ тата хăюллă чиперкке Илем ертсе пынă.


Сосновка ялĕ çывăхĕнчи Аялти Палча вăрманĕ хĕрринчи шурлăхри кÿлĕсем çывăхĕнче тăваттăмĕш ялĕ Акбатырăн йăх общини пулнă.


Илем ача çуратма право илнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл вуникĕ çултан ывăлне ашшĕне - Акбатыра - панă.


Ывăлĕ кăштах ÿссен, Акбатыр Ярука ăйăр парнеленĕ, вăл ăна лаша кĕтĕвĕнче маларах куçласа хунă. Ăна аркканпа тытнă, лашана кунĕпе, вăл тарласа тата халран кайса малти урисем çине тăриччен, хăваланă. Ярук лаша патне пынă, ăна апат панă, шыв ĕçтернĕ. Çавăн хыççăн лаша, хÿтĕлев тата ачашлăх туйса, хăйĕн хуçине пурнăç тăршшĕпе парăнса тăнă. Çиçĕм ятлă лаша Ярукăн пĕрремĕш тусĕ пулса тăнă. Ашшĕ ывăлне часах Кашкăр ятлă йытă парнеленĕ. Вăл чăн-чăн кашкăр çури пулнă. Çавăн пек Ярук, Çиçĕм тата Кашкăр шанчăклă туссем пулса тăнă. Çиçĕмпе Кашкăр яланах пĕрле кĕтÿре çÿренĕ, Ярукăн пĕрремĕш сигналĕ тăрăх килсе çитнĕ. Ашшĕ воинсемпе сунара кайсан Ярук общинăра мĕнпуриншĕн явапли пулнă. Кÿршĕ йăхсем Акбатыр йăхне ăмсаннă, тапăнма майлă самант кĕтнĕ. Акбатыр пĕррехинче дружинипе инçетри çĕрсене

сунара кайнă, тапăннă тĕслĕхре ăна мĕнле шыраса тупмаллине ывăлне ăнлантарса панă. Тăшманĕсем çавна тахçантанпа кĕтнĕ тата чи малтан Ярука ярса илмеллине пĕлнĕ.


Вĕсем Акбатыр тапăрне çавăрса илнĕ.
Ярук йышăннă паллăпа ăйăрне тата кашкăрне чĕнсе илнĕ. Лаша çине сиксе ларнă. Тăшмансем ăна ухăран пеме тытăннă. Ярук лаша хырăмĕ айне чăмнă. Хăйне мăйкăчлаттарма памасса, ăйăр чĕвен тăнă. Çиçĕм валли çул туса, Кашкăр пĕр енчен тепĕр енне ыткăннă, тăшмансене тапăннă, вĕсене лашисем çинчен сĕтĕрсе антарнă. Акă, лаша пулсатăнă хушă урлă сиксе тухнă та Ярук хăйĕн ашшĕ хыççăн çиçĕм пек вĕçтернĕ.


Акбатыр воинĕсем килне персе çитнĕ тĕле унăн Кервен тата Талпар пиччĕшĕсене вĕлернĕ ĕнтĕ. Каллех хаяр,

юнлă çапăçу пуçланнă. Акбатыр умĕнче виле купи пулса тăнă, анчах ăна никам та çĕнтереймен. Сунарта чухнех Акбатырăн çурăм çинчи сăран хÿттин кантрисем сÿтĕлсе кайнă. Тăшмансенчен пĕри, çавна асăрхаса, ухă кантрине хытă туртса карăнтарнă та ăна ухă йĕппипе пенĕ. Акбатыр персе ÿкнĕ. Ярук кинжалпа ашшĕне хÿтĕлеме тăнă, анчах хăй те вилнĕ.


Çав вăхăтра Мăклăкуль хĕррипе лăпкăн пыракан Илем чĕри чикнипе сасартăк хытă кăшкăрса янă. Вăл юратнă

çыннипе мĕн-тĕр пулнине туйса илнĕ, хăйĕн дружинине пуçтарăнма команда панă. 200 элчĕ лаша Палча еннелле ыткăннă. Малта - хăйĕн Аслати ятлă элчĕ лашипе Илем. Çапăçу хирне сиккипе пырса (Сосновка ялĕ çывăхĕнчи тикĕс вырăн), вĕсем вилĕмлĕ тытăçăва кĕнĕ. Тăшмансене çавăрса илсе, амазонкăсем вĕсене лашасем çинчен арккансемпе сĕтĕрсе антарнă, ухăсемпе персе вĕлернĕ, хĕçсемпе тата кинжалсемпе алла-аллăн çапăçăва кĕнĕ.


Тăшманĕсем тÿсеймен, вилнисене тата аманнисене пăрахса хăварса, вăрман хĕрринчен Каран Йылга варĕ тăрăх хĕвелтухăç еннелле чакнă. Амазонкăсем вĕсене Кан Йылга юханшыв тăрăх хальхи вăхăтра Большое Аксаково ялĕ вырнаçнă еннелле хăваласа кайнă. Каялла таврăнсан, Илем юратнă арçынни тата ывăлĕ вилнине курнă, хытă кăшкăрса макăрса янă - хĕвел те хура пĕлĕтсемпе хупланнă, кашкăрсем те улама чарăннă, вăрманти кайăксем те шăпланнă. Таврарисенчен пĕри те куççульне чарайман.


Улăп тăприсенчен пĕринче вилнĕ воинсене пурне те пытарнă, тепринче, Илем ыйтнипе, Акбатыр Улăпа тата унăн Ярук ывăлне пытарнă. Воинсем çар шлемĕсемпе, икĕ метр çÿллĕш улăп тăпри пуличчен, ултă кун тăршшĕне хура тăпра йăтнă. Вĕсем çине вилĕ тăпри çинчи икĕ палăк (Тарачул) - амăшĕ-хĕрарăмсен сăнĕсем - хунă.
Читайте нас: