Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Августӑн 2019, 18:33

2019-2020 вĕренÿ çулĕн учительсене рекомендациленĕ календарь

Пушкăртстан республикин вăрентÿ аталанăвĕн институчĕ 2019-2020 вĕренÿ çулĕн календарьне хатĕрленĕ.

Календарь тăрăх, çитес вĕренÿ çулĕнче школьниксем тата учительсем канакан 11 уяв кунĕ пулать. Ултă уяв кунне канмалли кунсăр паллă тăвĕç.


Кĕркуннехи каникул: октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 4-мĕшĕччен.


Хĕллехи каникул: декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 12-мĕшĕччен.


Çуркуннехи каникул: мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен.


Çаплах çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен регионти пĕтĕм шкул пилĕк кунлă вĕрентÿ формине куçаççĕ пулин те учитель валли хатĕрленĕ календарьте шăматкунсене каннмалли кун пек паллă туман.
Читайте нас: