2019 çулхи малтанхи пилĕк уйăх хушшинче республикăра 17421 ача çуралнă. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, çураласлăх шайĕ кемнĕ. 2018 çулта çакăн пек тапхăрта 19341 ача çуралнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тутарстан (17239), ун хыççăн – Самара облаçĕ (11954). Чи сахал ача Мордовинче (2421) тата Мари Эл республикинче (2721) çут тĕнчене килнĕ. Çураласлăх коэффициенчĕпе пĕрремĕш вырăнта Тутарстан (10,7) тăрать, иккĕмĕш вырăнта – Пушкăртстан (10,4), чи пĕчĕк кăтарту - Мордовин (7,4).