Тухăç пухса илмелли вăхăт çитрĕ. Ял çыннисем çутçанталăк парнеленĕ çимĕçсемпе савăнаççĕ. Çутçанталăк кашни çулах вара тĕлĕнтерет. Ак çакăн пек помидор çитĕннĕ Толбазăра пурăнакан Павловсен пахчинче. Помидор чечек евĕрлĕ. Пилĕк пĕчĕк çимĕç çеçке пек ÿснĕ. Чечек выставкине илсе кайма та юрать-тăр.