Наркăмăшлă алкалоидсем тытса тăраççĕ
Хаяр çырла (вороний глаз)
Çырлинче, çулçинче тата тымарĕнче тытăнса тăракан наркăмăш нерв системине витĕм кÿрет. Чĕре ĕçĕ пăсăлать. Вилĕмпе вĕçленме те пултарать. Паллисем: сывлама йывăрланни, шăнăр туртни, тахикарди.
Çеçкене ларнă чухне çулçинче тата пулса çитнĕ вăррисенче наркăмăш чи нумай пухăнать. Пысăк дози антăхтарать, ăса пĕтерет. Наркăмăшланнă тĕслĕхре галлюцинаци пуçланать, çын аташать, çыхăнусăр пуплет, хăйне йĕркеллĕ мар тытать.
Чĕре ĕçне витĕм кÿрет, 10-12 çырла çисен çын вилме пултарать. Паллисем: куç шăрçисем чарăлса кайни, çăварĕ типни, тутине тăтăшах çуласа илни, сасси çĕтни.
Ультрафиолет витĕмĕпе пĕçертет
Ÿсентăран лекнĕ вырăна хĕвел пайăрки лексен пĕçертет. Сĕткенне пĕлĕтлĕ çанталăкра та шывпа хăвăрт çуса ямалла. Çĕвĕксем тата тĕттĕм тĕслĕ пăнчăсем тăрса юлма пултараççĕ, тĕпрен илсен, вĕсем çулталăк хушшинче пĕтеççĕ.
Ясенец (неопалимая купина)
Чечекĕсем тата вăрă хутаççисем уйрăмах хăрушă. Пырса тĕкĕннĕ чухне çын нимĕн те туймасть, 12 сехетрен ÿчĕ хĕрелет те хăмпăсемпе витĕнет. Хытă пиçессипе хăратса тăрать, ачасен - II степень таран.
Борщевик (апата хушакан пултăранпа пăтраштармалла мар)
Хĕвеллĕ çанталăкра çеç хăрушă. Сĕткенĕ ультрафиолет тĕлĕшпе ÿт туйăмлăхне ÿстерет, химилле пĕçертни пулса иртет. Юхан-сурансем пулса тăраççĕ, суран вăрахчен тÿрленмест. Ÿсентăран çывăхне пымасан лайăхрах: наркăмăшĕ тумтир витĕр те сăрхăнса кĕме пултарать.
Ÿт-тир тăртăнать тата çын наркăмăшланать
Çÿллĕ уй мăйраки (дельфиниум)
Хĕвеллĕ çанталăкра пырса тытсан пĕçертме пултарать. Чечекне тата çулçине çисен нерв тĕртĕмĕсемпе им-пульс куçма, чĕре тапма чарăнать. Паллисем: сÿрĕклĕх, паралич, ăнран кайни.
Йÿçек сĕткенĕ ÿт-тире тăртантарать, вăхăтлăха куç курми пулать, сăмсан тата куçăн йăлмака витĕмĕ шыçăнать, йывăр наркăмăшланасси патне çитерет. Паллисем: юн таппи хăвăртланать, сасартăк вăйсăрлантарать, пуç ыратать, çăварта пĕçертет, кăмăл пăтранать, хăстарать, варвитти пуçланать.
Кашкăр çырли (волчеягодник)
Нÿрĕ хуппи пĕçертет, куçа лексен конъюнктивит аталанать. Çырлипе наркăмăшланнин паллисем: сĕлеке юхни, шăнăр туртни, хырăм каппăл ыратма пуçлани. Пурнăçшăн хăрушă доза - 10-15 штук. Кашкăр çырлин чечек шăрши пуçа ыраттарать.