Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Июнӗн 2019, 17:28

Табак продукцийĕ сутакансене пĕлме

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Цифрăллă маркировкăн Честный ЗНАК наци системине куçмалла.

Табак продукцийĕн çаврăнăшĕн участникĕсем, çав шутра ăна ваккăн сутакансем те, идентификаци хатĕрĕсемпе обязательнăй марка лартмалли таварсен çаврăнăшĕн мониторингĕн государство информаци системинче регистрациленме тивĕçлĕ срокĕ вĕçленсе пырать.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вак суту-илÿ вырăнĕсем марка лартнă сутнă сигарет тата папирус пачкисем çинчен информацине Цифрăллă маркировкăн Честный ЗНАК наци системине (сайт честныйзнак.рф) куçарма тивĕçлĕ.
Марка лартман табак продукцийĕн юлашкисене 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен çеç сутма ирĕк параççĕ, çак ĕçе даннăйсене мониторингăн информаци системине куçармасăр пурнăçлаççĕ.
Табак продукцине ваккăн сутас ĕçе илсе пыракан субъектсем 2019 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен (çак куна та кĕртсе) çак системăра регистраци иртме тивĕçлĕ.
Читайте нас: