Онлайн-касса туянма налога чакарнипе усăланмалли вĕсен правине реализацилессинче налог тÿлекенсене пулăшу парас тĕллевпе Россия ФНС Пушкăртстан Республики тăрăх районсем хушшинчи 3 №лĕ инспекцийĕ (Стерлитамак хули, Октябрь проспекчĕ, 34) хут çинчи носительпе контроль-касса техникине регистрацилеме заявлени йышăнассине уйăхăн юлашки канмалли кунĕсенче те – июнĕн 29 тата 30-мĕшĕсенче – пурнăçлать.