Ингредиентсем: 800 г сысна ашĕ, 250-300 г шампиньон, 2 пысăк мар е 1 пысăк тутлă пăрăç, пуçлă пĕр шултра сухан, кишĕр, 1 апат кашăкĕ томат пасти, кăштах чĕрĕ укроп, тăвар тата пăрăç.
Аша пысăк мар татăксене вакламалла, ылтăн тĕс çапиччен хĕвелçаврăнăш çăвĕпе ăшаламалла. Çурма ункă пек хулăн мар каснă сухан хушмалла, пăтратмалла та тата виçĕ минут ăшаламалла. Улăм пĕрчи пек туранă пăрăç, çурмалла каснă шампиньон (кăмпа шултра пулсан тăватă пая вакламалла, вĕтĕ пулсан – çаплах ямалла), шултра теркăпа хырнă кишĕр тата томат пасти хушмалла, тата 5 минут ăшаламалла.
Унтан 300 мл шыв ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут пăшăхламалла. Çав вăхăтра пĕр-икĕ хут пăтратмалла, кирлĕ пулсан, шыв хушмалла.