Пĕр порци валли 120-150 г пулă, 80 г чĕрĕ кăмпа, пĕр çăмарта, 15 г сар çу, 5 г çăнăх, 10 г хăйма, петрушкăпа укроп çулçи, тăварпа пăрăç кирлĕ.
Тасатнă пулла шăмминчен уйăрмалла, тăвар тата пăрăç сапмалла, çăнăх çинче йăвалантармалла та çупа ăшаламалла.
Шурă кăмпана е çерем кăмпине лайăх çуса тасатмалла, çÿхе лаптăкăн тураса çупа ăшаламалла. Чăмăрла пĕçернĕ çăмартана тата петрушкăпа укроп çулçине турамалла. Вĕсене ăшаланă кăмпапа хутăштармалла, тăвар калаттармалла.
Çу сĕрнĕ çатма çине кăмпапа çăмарта хутăшĕн çуррине сарнă хыççăн ăшаланă пулă касăкĕсене хурса тухмалла, юлнă кăмпапа тата çăмарта хутăшĕпе витмелле, тикĕслемелле, сар çу сапмалла та духовкăра пĕçермелле.
Гарнир вырăнне ăшаланă е шывра пĕçернĕ çĕрулми параççĕ.
Ку апата уяв сĕтелĕ валли шултра карас пулăран хатĕрлеççĕ.