Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
13 Нарӑсӑн 2021, 12:00

Кукăль

Канмалли кун апачĕ.

6 çăмарта, 0,5 стакан сахăр, 200 грамм хăйма, 0,5 стакан çăнăх, 10 панулми, корица, 20 грамм услам çу, 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухари кирлĕ.

Çăмарта саррине шурринчен уйăрмалла. Саррине сахăрпа кăпăклантармалла, хăйма, çăнăх ярса пăтратмалла. Панулмие хуппипе варринчен тасатмалла, шултра теркăпа вĕтетмелле, чустана ярса пăтратмалла, корица хушмалла. Çăмарта шуррине кăпăклантармалла, асăрханса чустапа хутăштармалла. Çу сĕрнĕ, вĕтетнĕ сухари сапнă формăна ямалла, духовкăра пĕр сехете яхăн пĕçермелле.
Читайте нас: