1 стакан кĕвĕлнĕ сĕт, 1 стакан сахăр, 2 çăмарта, 200 грамм маргарин, çур чей кашăкĕ уксуспа çунтарнă апат соди, иçĕм çырли, вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 1 пакет ваниль сахăрĕ, 1,5 стакан çăнăх, сахăр çăнăхĕ кирлĕ.
Маргарина шăратмалла, сивĕтмелле. Унта сахăр, ваниль сахăрĕ, кĕвĕлнĕ сĕт, çăмарта, апат соди, çăнăх ярса пăтратмалла. Иçĕм çырлипе мăйăр хушмалла. Чустана маргарин сĕрнĕ ятарлă формăсене 2/3 пайĕ чухлĕ тултармалла. 180 градуса çити хĕртнĕ духовкăра 30-40 минут пĕçермелле. Пиçнĕ кекса кăштах сивĕнсен сахăр çăнăхĕ сапмалла.