Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
30 Кӑрлач 2021, 13:00

Пулăпа кăмпа

Канмалли кун апачĕ

Шăмминчен тасатнă 800 грамм пулă, 2 кишĕр, 2 сельдерей тымарĕ, 300 грамм тăварланă кăмпа, 4 апат кашăкĕ тип çу е услам çу, 4 апат кашăкĕ хăйма, 1 апат кашăкĕ томат-паста, 1 сухан, лимон сĕткенĕ, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ ешĕл çимĕç, тăвар кирлĕ.

Тасатнă пахчаçимĕçе теркăпа вĕтетмелле. Тăварланă кăмпана турамалла. Çак çимĕçсене çупа ăшаламалла, кăштах шыв хушса вăйсăр çулăм çинче пăшăхламалла. Шăмминчен тасатнă пулла лимон сĕткенĕ сирпĕтмелле, тăвар сапса формăна хумалла, çиеле – пăшăхланă пахчаçимĕç. Духовкăра пĕçермелле. Унтан кăларас умĕн темиçе минут маларах томат-пастăпа хăйма хутăшĕ ямалла. Сĕтел çине формăпах лартмалла, вĕтетнĕ ешĕл çимĕç сапмалла.
Читайте нас: