Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
23 Кӑрлач 2021, 11:00

Канмалли кун апачӗ

Чăх ашĕпе кукăль

Ингредиентсем: чуста валли 150 г майонез (3 апат кашăкĕ), 150 мл кефир (холодильникрен пулсан, кăшт ăшăтăр), 2 çăмарта, 1 стакан çăнăх, ½ чей кашăкĕ тăвар.
Ăшне хума: чăххăн кăкăр шăмми патĕнчи ашĕ - 2 шт., 1-2 сухан, 2-3 çĕрулми, çимелли ешĕл курăксем, тăвар, пăрăç.
Ăшне хумаллине хатĕрлеме сухана вакламалла, вăйлă мар çулăм çинче çемçеличчен ăшаламалла. Чăххăн кăкăр шăмми патĕнчи ашне пысăк мар кубик пек вĕтетмелле. Çĕрулмине тасатмалла, ăна та вĕтĕ кубиксене турамалла. Савăта чăх ашĕ, çимелли ешĕл курăксем, çĕрулми, ăшаласа сивĕтнĕ сухан, тăвар тата пăрăç ярса хутăштармалла.
Пысăк чашăкра майонез, кефир, тăвар тата икĕ çăмарта хутăштармалла. Малтан алланă çăнăх майĕпен хушмалла. Чуста икерчĕ валли пек пулмалла. Унтан сода хушса лайăх пăтратмалла.
Пĕçермелли формăна ÿсентăран çăвĕ сĕрмелле, çăнăх сапмалла. Форма тĕпне кăштах чуста ямалла (тĕпне хупламаллăх çеç), унтан ăшне хумаллине ярса тикĕслемелле, çиелтен юлнă чустана ямалла.
Малтан 200 градус таран хĕртнĕ духовкăра 35-45 минут пĕçермелле. Пиçсе çитнине шăл тасаткăчĕпе тĕрĕслемелле.
Читайте нас: