Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
15 Августӑн 2020, 18:15

Хĕренпе помидор

Хĕренрен пахалăхлă закуска хатĕрлемелли вăрттăнлăх мĕнпур ингредиентсен пропорцине тĕрĕс пăхăннинче пытанса тăрать.

Ингредиентсем: 3 кг помидор, 300 г ыхра, 300 г тасатнă хĕрен тымарĕ, 100 г тăвар, 300 г сахăр. Хĕрене çумалла, хуппине тасатмалла, мясорубкăна лайăх шăнăçакан татăксем туса касмалла. Помидора пайламалла. Хĕренĕн вăйлă шăрши йăлмака витĕмне ан кăтăклантартăр тесен, мясорубкăн вĕтетнĕ продукт тухакан шăтăксемлĕ пайне пакет çыхса хумалла. Çапла майпа хĕрен фаршĕ тÿрех пакета лекĕ. Мясорубкăпа вĕтетнĕ ингредиентсем çумне тăвар тата сахăр хушмалла, пăтратмалла, сахăрпа тăвар ирĕлсе пĕтиччен 30-60 минут тытмалла. Хатĕр хутăша таса типĕ банкăсене ямалла, хупăлчапа хупмалла. Çакăн пек хĕрен сивĕ нÿхрепре е холодильникра упранмалла.
Читайте нас: