Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
25 Июнӗн 2020, 18:20

Сиропри çырла

Çĕр çырлине (виктория) хĕл валли сиропра хатĕрлесе пăхăр. Кун пек чухне çырла тĕсĕ те улшăнмасть, тути лайăх.

1 килограмм çырла валли 0,7 кг сахăр кирлĕ. Пысăк савăта – шыв, унта çырла ямалла, асăрханса пăтратмалла. Кун пек çырла çумне çыпăçнă хăйăр, тăпра шыв тĕпне анать. Çырлана кăларса типшĕнтермелле, чечек тунине татмалла. Варени пĕçермелли савăта хумалла та сахăр сапса 6-10 сехет лар­тмалла. Вăхăтран вăхăт пăтратмалла. Çырла сĕткенĕ тухать, сахăр ирĕлет. Çав сĕткене юхтарса илсе çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен çырла çине ярса тепĕр 4-5 сехет лартмалла. Ун­тан сиропа татах сăрăхтармалла, вĕретмелле, çырла çине ямалла, 4-5 се­хет лартмалла. Кастрюле вăйлă çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла, кай­ран вара çулăма пĕчĕклетсе 5 минут тытмалла. Стерилизациленĕ банкăсене тултармалла. Хупмалла, кутăн лартса витмелле, сивĕниччен çапла лартмалла.
Читайте нас: