Виçĕ литрлă банка çине çур литр банки чухлĕ тасатнă абрикос, 2-3 çаврашка апельсин (хулăмрах пулсан аванрах), 1 çаврашка лимон, 1 стакан сахăр кирлĕ.
Улма-çырлана пĕтĕмпех банкăна яратпăр, сахăр хушатпăр, çиелтен вĕренĕ шыв яратпăр. Банкăсене тимăр хупăлчапа хуплатпăр, унтан ÿплентеретпĕр, лайăх чĕркетпĕр. Кăшт вăхăтран фанта хатĕр.