Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
13 Сентябрӗн 2019, 16:33

Тĕслĕ купăста

Тĕслĕ купăста маринадласси.

1 килограмм тĕслĕ купăста,

4-шар хĕрлĕ тата симĕс пылак пăрăç,

50 грамм петрушка,

2 чей кашăкĕ 70 процентлă уксус,

3 апат кашăкĕ тăвар,

0,5 литр шыв кирлĕ.
Купăста „чечекĕсене” пĕр-пĕринчен уйăрмалла.
Пăрăçа вăрринчен тасатса çÿхен, çавракан касмалла.
Петрушкăна вĕтетмелле.
Кĕленче савăта сийĕн-сийĕн купăста, хĕрлĕ пăрăç, петрушка, симĕс пăрăç, купăста... хумалла.
Тăвар, тин вĕренĕ шыв ямалла.
Савăта вĕри шыв тултарнă кастрюле лартмалла, çиелтен хупласа 20-25 минут стерилизацилемелле.
Уксус, тин вĕренĕ шыв хушмалла. Тимĕр хупăпа хупмалла. Кутăн май çавăрса лартса япалапа чĕркемелле.
Читайте нас: