Çулла мĕншĕн арбуз çимеллех.
Арбуз – сайра йышши бахча культури, вăл тутлă çеç мар, тата питĕ усăллă та.
Унра калори питĕ сахал пулнипе арбуз ырханланма пулăшать.
Персикран, хура çырларан е ытти пылак улма-çырларан кем мар тутлăхлă. Çавăнпа ытлашши виçе пухăнмасть. Арбузра сахăр сахал, ун вырăнне усăллă фруктоза пур. Çимĕç С, А, В витаминсем тата бета-каротин тытса тăрать.
Арбузри çутçанталăкран пулнă ликопин сăрă рак тата диабет чухне пулăшать. Пигмент ДНК улшăнассине сирсе ярать. Онкологи клеткисем генетика мутацийĕ урлă пулса тăни паллă. Бахча культури организмшăн сиенлĕ процеса чарса лартать.
Оклахома штачĕн университет сотрудникĕсем шăшисемпе эксперимент ирттернĕ. Ученăйсем тĕпчев вăхăтĕнче çырла пыршăлăх микрофлорине улăштарнине тата диабетран сыватма пулăшнине тупса палăртнă. Çитменнине тата, арбуз цитруллин аминокислота тытса тăрать. Вăл азот оксичĕн шайне ÿстерет тата юн тымарĕсене сарать. Çапла майпа арбуз çын чĕрине лайăх витĕм кÿрет.
Çимĕç шăрăхра организма шывсăрланассинчен пăрăнма май парать, мĕншĕн тесен унăн 90 проценчĕ - пылак шыв.
Арбуз вăй-хал нагрузки хыççăн хăвăрт çирĕпленме пулăшать. Çавăнпа ăна атлетсене çиме сĕнеççĕ. Арбуз – вăл сывлăха çирĕплетекен çутçанталăкри биологи хушăмĕ пулса тăрать.
- Арбуза пĕтĕмпе çиме юрать. Унăн хуппи те çиме юрăхлă, вăл усăллă тутлăхлă япаласемпе пуян. Ăна пăхăшлама, ăшалама, пĕçерме тата маринадлама пулать. Ăшаланă вăррине вара çăмăл закуска пек çиме.
- Арбузăн 1200 сорчĕ пур.
- Чи пысăк арбуз 159 кг тайнă.