Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
17 Июлӗн 2019, 14:36

Хĕрлĕхен курăкĕнчен чей хатĕрлесси

Мăн асаттесемпе асаннесем хĕрлĕхен курăкĕнчен питĕ усăллă чей туса ĕçнĕ.

XIX ĕмĕрте вырăс купцисем Европăна пысăк калăпăшпа хĕрлĕхен чейĕпе тивĕçтерсе тăнă. Ăна унта питĕ хакланă.


Хамăн анне каласа панинчен унăн асламăшĕ тĕрлĕ курăксем пухса чей хатĕрлени çинчен пĕлетĕп. Вĕсен шутĕнче çак эмел ÿсентăранĕ те пулнă.


Пирĕн патра вăл вăрман хĕррисенче, уçланкăсенче йышлă ÿсет, çÿллĕшĕ икĕ метра яхăн. Илемлĕ шупка хĕрлĕ тĕслĕ çеçке çурать.


Чей хатĕрлемелли рецептсенчен пĕринпе паллашăпăр:


1. Ÿсентăранăн çÿл енчи пайне – çеçкисемпе çулçисене – пухмалла. Вăл лайăх хуçăлать.


2. 12-20 сехетлĕхе типĕ сулхăн вырăна вырнаçтармалла, ытлашши типĕтмелле мар. Ÿсентăранра ферментаци процесĕ валли çителĕклĕ сĕткен юлмалла. Çаплах туратсене иртмен хальлĕн типĕтсен аванрах.


3. Унтан çеçкесемпе çулçăсене иртетпĕр.


4. Курăка ал тупанĕсем хушшине вырнаçтарса çемçеличчен йăвалатпăр.


Çавăн чухне çулçăсенчен сĕткен тухать, вĕсем тĕксĕм тĕслĕ пулса тăраççĕ. Эмальленĕ е керамика савăта 5 см хулăнăш сарса хуратпăр, çиелтен тата пусарттаратпăр, нÿрлĕ алшăллипе витетпĕр. 25-27 градус ăшăра вăл çакăн пек 20-24 сехет тăмалла. Курăк шăрши вырăнне кăмăллă пылак шăршă кĕме пуçласан – ферментаци вĕçленнĕ теме пулать.


5. Хатĕр массăна противень çине саратпăр, духовкăра 100-150 градусра 40 минута яхăн типĕтетпĕр. Пĕрмаях пăтратса тăратпăр. Типĕтнĕ хатĕр чей тĕксĕм хăмăр е хура тĕслĕ пулать.
Читайте нас: