Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
14 Июлӗн 2019, 12:00

Шăла пулă (судак) поляксен соусĕпе

Июлĕн 14-мĕшĕ – Пулăçă кунĕХăнасем пуçтаратпăр та кăнтăрлахи тематикăлла апат хатĕрлетпĕр

4 порци валли: 600 г шăмăран уйăрнă шăла пулă, кишĕр, сухан, пĕрер турат укроп тата петрушка, 6-7 пĕрчĕ пăрăç, тăвар, пĕçернĕ çĕнĕ çĕрулми.

Соус: 150 г услам çу, чăмăрла пĕçернĕ 2 çăмарта, 1 чей кашăкĕ вĕтĕ туранă петрушка (укроп), çур лимон сĕткенĕ, тăвар, пăрăç.
Сотейнике порцилĕх татăксене каснă пулă хумалла, вĕри шыв ямалла, унăн шайĕ пулăран 1 см яхăн ытларах пулмалла. Шултра туранă сухан тата кишĕр, тăвар, пĕрчĕллĕ пăрăç хушмалла, вĕреме кĕртмесĕр 10-12 минут тытмалла. Вĕрие тÿсекен форма тĕпне пĕçернĕ çĕрулми çаврашкисемпе витмелле, çиеле шăла пулă хумалла, соус ярса темиçе минут хушши духовкăра вĕрилентермелле.
Соус хатĕрлеме услам çăва ирĕлтермелле, кăштах вĕретмелле. Кăпăкне пухса илмелле, ыттине уйрăм савăта ямалла, вĕтетнĕ çăмарта, ешĕл çимĕç тата лимон сĕткенĕ хушмалла. Тăварламалла, пăрăç ярса пăтратмалла.
Читайте нас: