Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Апачĕ тутлă пултăр
4 Июлӗн 2019, 14:42

Кăшман квасĕ

Кăшман питĕ усăллă пахчаçимĕç, унран хатĕрленĕ квас вара – сиплекен бальзам!

Квас пуриншĕн те усăллă, уйрăмах юн пусăмĕ ÿснипе аптăракан çынсемшĕн.


Кăшман квасĕ – организма шлаксенчен тасатать. Пÿрене - чулсенчен, пыршăлăха - çĕрекен япаласем йÿçнинчен, юн тымарĕсене - питĕрĕнсе ларнинчен, пĕвере - мĕнпур кирлĕ марринчен.


Кăшман квасĕ
Кăшмана шултра теркăпа хырса кантăк банкăна ярăр, шыв тултарăр.
Ыраш çăкăрĕ, тăвар, сахăр песукĕ, кăмăл пулсан, ыхра шăлĕ вĕтетсе хушăр.
Савăта марлĕпе çыхса ăшă çĕре 3-5 куна лартăр, унтан сăрăхтарса кĕленчесене тултарăр.
Çак квасран окрошка та тума пулать.

1 килограмм кăшман пуçне 2 литр шыв, 20 грамм сахăр песукĕ, хура çăкăр татăкĕ, тăвар - хăвăр виçепе, пĕр шăл ыхра кирлĕ.


Читайте нас: